8169 | Америкӑна кайса суй. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8170 | Виҫӗ ҫул хушшинче виҫе те виҫӗ хут улталать. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8171 | Евчӗн чӑнни — чӑх турттӑшӗ, суйни — ут турттӑшӗ теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8172 | Ӗмкӗчӗ паракан юрайман, элек паракан юранӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8173 | Пӗр ҫын элек парса сарсан вун ҫын та тӳрлетеес ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8174 | Пӗр тӗнчере пӗр чӑнлӑх, анчах ӑна тупма хӗн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8175 | Пӗрре улталӑн, иккӗ улталӑн, виҫҫӗмӗшӗнче ларса макӑрӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8176 | Суеҫе ултавҫӑ улталанӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8177 | Суеҫӗ судьяна ларнӑ, тӗрӗслӗх тӗрмене ларнӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8178 | Суеҫӗ этем сив мунчана чуптарнӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8179 | Суеҫтерме ҫӑмӑл, ӗҫлеме йывӑр. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8180 | Суйкӑн суйи тухсах пырать. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8181 | Суйкӑн суяссипе аташать, пуян пуяссипе аташать теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8182 | Суйкӑн ҫынна ӗненсен суккӑр пулса ларӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8183 | Суйкӑна ӗненекен ҫук, куштана хисеплекен ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8184 | Суйма пӗлекен пуйма та пӗлет. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8185 | Суйнипе пуйни пуҫа янӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8186 | Суя инкен чӑнни ҫук, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8187 | Суя пурнаҫ — ҫур пурнӑҫ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8188 | Суя суйса сумлӑ пулаймӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8189 | Суя суяканӑн чӑнӗ ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8190 | Суя суясси ҫӑпата тӑвасси мар. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8191 | Суя ҫур пурнӑҫ, укҫа — ҫур Турӑ теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8192 | Суя хыпар саракана суха айне хумалла теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8193 | Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8194 | Суян ӗмӗрӗ кӗске. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8195 | Суяпа инҫе каяймӑн теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8196 | Суяпала пур ҫӗре те ҫитӗн, каялла таврӑнаймӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8197 | Сылтӑм аллу тунине сулахай аллу ан систӗр. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8198 | Ҫанталӑка ҫил пӑсать, ҫынна элек пӑсать. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8199 | Ҫын пӗрре курнипе суйипе чӑнне чухлаймасть. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8200 | Ултав куҫӗ ҫара. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8201 | Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухатех. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8202 | Ултав ула кутлӑ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8203 | Ултав ури мӑтӑк. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8204 | Ултав ури улттӑ та, анчах пурте ӑвӑсран. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8205 | Ултавӑн ачи пулсан та вӗҫӗ ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8206 | Ултавсӑр усламҫӑ пулаймӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8207 | Улталаймӑн — сутаймӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8208 | Улталамасӑр капкӑн та лектереймест. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8209 | Улшу тӑрӑх ҫӳрет ут пуҫӗ, тӗрлӗ нуша курать ар пуҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8210 | Улшуҫ пурне те улталать, вилӗме ҫех улталаймасть. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8211 | Улшуҫ этем хӑй вилемӗпе вилеймест теҫҫӗ. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8212 | Ху улталанмасан ҫын улталамасть. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8213 | Чӑн вилӗмрен хӑтарать. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8214 | Чӑн тӗнчере те чӑнлӑх ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8215 | Чӑнлӑх — пӗччен, ултав — улттӑн. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8216 | Чӑнлӑх ҫук ҫӗрте телей те ҫук. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8217 | Чӑнлӑх та пӗр пек мар: вырӑсӑн — вӑйхан, тутарсен — турхан, чӑвашсен — ырхан. | Чӑнлӑх — Суялӑх |
8218 | Чӑнлӑх тӗне кӗнӗ чух путса вилнӗ тет. | Чӑнлӑх — Суялӑх |